‏ Luke 22:58-62

58Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ. 59Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен татах тепри ҫине тӑрсах: «Чӑнах, ку та Унпа пӗрлеччӗ, ку Галилея ҫынни», – тенӗ. 60«Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ. 61Хуҫамӑр ҫавӑрӑнса Петр ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Петр вара Хуҫамӑр сӑмахӗсене: «Автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хут пӗлмӗш пулӑн», – тенине аса илнӗ.

62Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Copyright information for ChvIBTNT