‏ Luke 23:26-43

Иисус Христоса пӑталани

(Мф. 27:32-44; Мк. 15:21-32; Ин. 19:17-27)

26Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ. 27Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ. 28Иисус вӗсем енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Эй, Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн мар, хӑвӑршӑн тата ачӑрсемшӗн хуйхӑрса макӑрӑр. 29Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне ҫынсем: „Ача туман арӑмсем, ҫуратманнисем, кӑкӑр ҫитерменнисем телейлӗ!“– тесе калӗҫ. 30Ҫавӑн чух вӗсем тусене калӗҫ: „Пирӗн ҫине ӳкӗр!“Сӑртсене те: „Пире хупласа хурӑр!“– теме пуҫлӗҫ. 31Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ?»

32Иисуспа пӗрле тата икӗ вӑрӑ-хураха вӗлерме илсе пынӑ. 33«Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитсен Иисуса та, икӗ вӑрӑ-хурахне те хӗрессем ҫумне пӑталанӑ. Пӗрне – Унӑн сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталаса хунӑ. 34Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 35Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ. 36Салтаксем те, пыра-пыра, Ӑна хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех парса, Унран мӑшкӑлласа 37ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!» 38Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.

39Хӗрес ҫумне пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисуса мӑшкӑлласа: «Эсӗ Христос пулсан, Хӑвна та, пире те ҫӑл!» – тенӗ. 40Тепри вара, пачах урӑхла, ӑна чарса каланӑ: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и-мӗн? Хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке. 41Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». 42Унтан вӑл Иисуса: «Хуҫамӑр, Хӑвӑн Патшалӑху ҫитсен аса илсем мана», – тенӗ. 43Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана, паянах эсӗ Манпа пӗрле райра пулӑн».
Copyright information for ChvIBTNT