Luke 23:44-49
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Мк. 15:33-41; Ин. 19:28-30)
44– 45Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетсенелле, пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. Хӗвел тӗттӗмленнӗ. Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав та ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 46Иисус хытӑ кӑшкӑрса каланӑ: «Эй, Аттем! Сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп». Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 47Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!» 48Пуҫтарӑннӑ халӑх та, мӗн пулса иртнине курсан, хӗрхеннипе пуҫӗсене усса килӗсене тавӑрӑннӑ. 49Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT