Luke 23:50-56
Иисус ӳтне тупӑклӑха хуни
(Мф. 27:57-61; Мк. 15:42-47; Ин. 19:38-42)
50– 51Иудейӑри Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ пӗр Иосиф ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл, тӳрӗ тата ырӑ кӑмӑллӑскер, иудейсен канашӗнче ларнӑ пулин те, канаш ӗҫӗпе те, йышӑнӑвӗпе те килӗшмен. Вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе пурӑннӑ. 52Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнӑ. 53Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ. 54– 55Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман, 56ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT