Luke 24:1-12
Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни
(Мф. 28:1-10; Мк. 16:1-8; Ин. 20:1-10)
1Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 2Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ. 3Вара вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Хуҫамӑрӑн ӳчӗ пулман. 4Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ. 5Хӗрарӑмсем питӗ хӑранипе ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чух вӗсем: «Эсир мӗншӗн Чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? – тенӗ. 6– Иисус кунта ҫук, Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ! Астӑватӑр-и, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: 7„Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ». 8Вара хӗрарӑмсем Иисус сӑмахӗсене астуса илнӗ. 9– 10Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. 11Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен. 12Ҫапах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла тавӑрӑннӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT