Luke 24:13-35
Еммауса каякан ҫул ҫинче
(Мк. 16:12-13)
13Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ. 14Ҫул ҫинче вӗсем иртнӗ кунсенче мӗн пулни ҫинчен калаҫса пынӑ. 15Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмахласа, тавлашкаласа пынӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем патне ҫывхарнӑ та юнашар утнӑ. 16Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман. 17«Эсир мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр, мӗншӗн питӗ салхуллӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 18Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?» 19«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ. 20Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем вара Ӑна вӗлерме суд тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ. 21Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ. 22Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ, 23анчах та Унӑн ӳтне тупайман. Тавӑрӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ангелсем вӗсене Иисус чӗрех пулни ҫинчен пӗлтернӗ. 24Вара хамӑр ҫынсем те тупӑклӑх патне кайса пӑхрӗҫ, хӗрарӑмсем каласа пани тӗрӗсех пулнӑ. Вӗсем унта Иисуса Хӑйне курман». 25«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке. 26Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?» 27Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. 28Вӗсем хӑйсем ҫитес ял патне ҫывхарнӑ. Иисус татах малалла кайма пуҫтарӑннӑ пек тусан, 29вӗренекенӗсем Ӑна чарса: «Кун каҫалана сулӑнчӗ ӗнтӗ, атя, пирӗнпе юл», – тенӗ. Вара Иисус вӗсемпе пӗр пӳрте кӗнӗ. 30Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 31Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ. 32Вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл ҫул ҫинче пирӗнпе калаҫса, Ҫырнине ӑнлантарса пынӑ чух пирӗн чӗресем хавхаланса ҫунмарӗҫ-и вара?» 33Икӗ вӗренекенӗ ҫавӑнтах тӑнӑ та Иерусалима каялла тавӑрӑннӑ. Унта вӗсем вун пӗр апостолпа ыттисем пӗрле пухӑннӑ ҫӗре пынӑ. 34Вара пухӑннисем: «Хуҫамӑр чӑннипех чӗрӗлсе тӑнӑ! Вӑл Симона та курӑннӑ», – тенӗ. 35Икӗ вӗренекенӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине тата ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панинчен хӑйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кӑтартнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT