Luke 24:36-49
Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вӗренекенӗсене курӑнни
(Мф. 28:16-20; Мк. 16:14-18; Ин. 20:19-23; Ӗҫ-хӗл. 1:6-8)
36Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл. 37Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 38«Эсир мӗншӗн аптӑраса ӳкрӗр? – тенӗ вӗсене Иисус. – Сирӗн пуҫӑра мӗншӗн унашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ? 39Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук». 40Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ. 41Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ. 42Вӗренекенӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ тата караслӑ пыл панӑ. 43Иисус, илсе, вӗсем умӗнчех ҫинӗ. 44Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ». 45Ҫавӑн чух Вӑл вӗренекенӗсене Ҫырнинче мӗн каланине ӑнланма ӑслӑлӑх панӑ, 46вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. 47Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле. 48Эсир вара – ҫавна курса-илтсе ҫирӗплетекенсем. 49Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».
Copyright information for
ChvIBTNT