‏ Luke 3:1-9

Шыва кӗртекен Иоанн вӗрентсе калани

(Мф. 3:1-12; Мк. 1:1-8; Ин. 1:19-28)

1Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний. 2Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ. 3Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ. 4Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр! 5Мӗн пур айлӑм вырӑнсем тулччӑр, мӗн пур тусемпе сӑртсем ҫӗрпе танлашчӑр. Кукӑр ҫулсем тӳрӗленччӗр, тикӗс маррисем те – тикӗсленччӗр, 6вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»

7Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире? 8Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“– текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 9Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ».
Copyright information for ChvIBTNT