‏ Luke 4:1-13

Иисуса шуйттан илӗртсе тӗрӗслени

(Мф. 4:1-11; Мк. 1:12-13)

1Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ. 2Унта Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Ҫав кунсенче Иисус нимӗн те ҫимен, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3Шуйттан Ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш». 4«Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Туррӑн кашни сӑмахӗпех пурӑнать». 5Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ. 6Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп. 7Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ». 8«Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“». 9Вара шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан аялалла сик. 10Ҫырнинче каланӑ вӗт: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, 11урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». 12Иисус шуйттана хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тенӗ Ҫырнинче». 13Урӑх нимпе те илӗртме ҫук пирки майлӑ вӑхӑт ҫитиччен шуйттан Ун патӗнчен кайнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT