Luke 4:16-30
Иисуса Назаретра йышӑнманни
(Мф. 13:53-58; Мк. 6:1-6)
16Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ. 17Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫак вырӑна тупса вулама пуҫланӑ: 18«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19Туррӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ». 20Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ. 21Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ». 22Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем. 23Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“– тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир». 24«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан, – хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ. 25Тата ҫакна калас килет: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх пӗртте ҫумӑр ҫуман. Вара ҫав ҫӗр-шывра питӗ йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ. Ун чухне Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ, 26ҫапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне янисӗр пуҫне пӗрин патне те яман. 27Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман». 28Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ. 29Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ. 30Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT