‏ Luke 4:31-37

Иисус Христос Капернаумра кӑтартнӑ хӑватсем

(Мк. 1:21-28)

31Кайран Иисус Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ. Вара шӑмат кунсенче халӑха вӗрентнӗ. 32Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ. 33Синагогӑра усал ернӗ ҫын пулнӑ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: 34«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ. Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп: Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» 35Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ. 36Ҫавна куракансем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ыйтнӑ: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе тата вӑй-хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те, лешсем тухаҫҫӗ».

37Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм таврана Иисус ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT