Luke 5:12-16
Юхан-суранлӑ ҫынна сыватни
(Мф. 8:1-4; Мк. 1:40-45)
12Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах». 13Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ. 14«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ». 15Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. 16Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT