Luke 5:33-39
Типӗ тытасси ҫинчен ыйтни
(Мф. 9:14-17; Мк. 2:18-22)
33Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?» 34Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и? 35Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ». 36Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест. 37Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. 38Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ. 39Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“– тейӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT