Luke 6:32-36
32Хӑвӑра юратакансене кӑна саватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те хӑйсене юратакан ҫынсене саваҫҫӗ. 33Хӑвӑршӑн ырӑ ӗҫ тӑвакансене кӑна ырӑ тӑватӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ. 34Тавӑрса паракан, шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ кивҫен паратӑр пулсан, сире уншӑн мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлисем те, каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсене кивҫен параҫҫӗ. 35Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. 36Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр».
Copyright information for
ChvIBTNT