‏ Luke 6:47-49

47Ман пата килекен, Ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48Вӑл, тарӑн алтса, ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв тулса ҫитсен ҫав ҫурт патне пырса капланнӑ, ҫапах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ҫуртне чул ҫине лартнӑ. 49Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв капланса пырсан ҫав ҫурт самантрах йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
Copyright information for ChvIBTNT