‏ Luke 7:1-10

Ҫӗрпӳ тарҫине сыватни

(Мф. 8:5-13; Ин. 4:43-54)

1Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ. 2Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. 3Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ. 4Лешсем Иисус патне пырсан Унран йӑлӑнса ыйтнӑ: «Ҫав ҫӗрпӳ Санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын. 5Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ». 6Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. 7Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ. 8Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“– тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“– тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“– тесе хушсан, вӑл тӑвать».

9Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.

10Иисус патне янисем каялла тавӑрӑнсан чирлӗ выртакан тарҫӑ сывалнине курнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT