Luke 8:11-15
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мф. 13:18-23; Мк. 4:13-20)
11«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ. 12Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять. 13Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ. 14Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 15Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT