Luke 8:26-39
Усал ернӗ ҫынна сыватни
(Мф. 8:28-34; Мк. 5:1-20)
26Унтан вӗсем кӳллӗн тепӗр енче Галилейӑна хирӗҫ вырнаҫнӑ Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. 27Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ. 28Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ. 29Мӗншӗн тесен Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ. Усал сывлӑш ӑна нумай ҫул асаплантарнӑ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе сыхланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ; вара усал сывлӑш ӑна ҫын пурӑнман вырӑна хӑваласа кайнӑ. 30Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ. «Пулккипех», – тенӗ лешӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай-нумай усал кӗнӗ. 31Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ. 32Ҫавӑнтах, сӑрт ҫинче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Усалсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн тархасласа ыйтнӑ. Иисус вӗсене чарман. 33Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ. 34Сысна пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан хуланалла чупнӑ, хӑйсем мӗн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. 35Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 36Куҫӑн куракансем вара вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывални ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 37Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ. 38Усалсенчен тасалнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ, анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39«Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT