Luke 8:40-56
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мф. 9:18-26; Мк. 5:21-43)
40Иисус каялла тавӑрӑнсан, халӑх Ӑна хапӑл туса йышӑннӑ, мӗншӗн тесен пурте Вӑл килессе кӗтнӗ. 41Ҫавӑнта Иаир ятлӑ ҫын, унти синагога пуҫлӑхӗ, Иисус патне пынӑ та, Ун ури умне ӳксех, хӑйӗн патне килне пыма тархасланӑ. 42Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ. 43Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. 44Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ. 45Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн». 46«Ман ҫумма пӗри сӗртӗнчӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран хӑват тухнине сисрӗм», – тенӗ Иисус. 47Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. 48Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ. 49Иисус ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ӑна пӗр ҫын пырса каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ, Вӗрентекене ан та чӑрмантар». 50Анчах та Иисус, ҫавна илтсенех, Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен кӑна, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ». 51Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман. 52Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус. 53Хӗр вилнине пӗлнӗрен вӗсем Иисусран кулма пуҫланӑ. 54Вара Иисус пурне те тухма хушса хӗре аллинчен тытнӑ та хыттӑн каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!» 55Унӑн чунӗ каялла кӗнӗ те хӗр ҫав самантрах тӑнӑ. Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.
Copyright information for
ChvIBTNT