Luke 9:18-21
Иисус Кам пулнине Петр пӗлтерни
(Мф. 16:13-19; Мк. 8:27-29)
18Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 19Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
(Мф. 16:20-28; Мк. 8:30–9:1)
21Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман.
Copyright information for
ChvIBTNT