Luke 9:22-27
22Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ. 23Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. 24Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 25Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси? 26Кам Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн тата Ашшӗн мухтавӗпе, святой ангелӗсен мухтавӗпе килсен унран вӑтанӗ. 27Чӑн калатӑп сире, ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем виличченех Турӑ Патшалӑхне курӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT