Luke 9:28-36
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мф. 17:1-8; Мк. 9:2-8)
28Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ. 30Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ, 31вӗсене те мухтавлӑ ҫутӑ хупӑрласа тӑнӑ. Вӗсем Христосӑн Иерусалимра вилмелле пуласси ҫинчен калаҫнӑ. 32Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 34Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ чух вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. 35Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ. 36Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
Copyright information for
ChvIBTNT