Luke 9:43-45
43Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мф. 17:22-23; Мк. 9:30-32)
Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: 44«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT