Mark 1:9-11
Иисуса шыва кӗртни
(Мф. 3:13-17; Лк. 3:21-22)
9Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ. 10Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Иисус шывран тухнӑ самантрах тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Хӑйӗн ҫине аннине асӑрханӑ».
. 11Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Copyright information for
ChvIBTNT