Mark 10:1-12
Уйӑрӑласси ҫинчен
(Мф. 19:1-12)
1Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ. 2Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?» 3«Моисей саккунӗ ун пирки мӗн калать?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. 4«Уйӑрӑлу хучӗ ҫырса парсан уйӑрӑлма Моисей ирӗк панӑ», – тенӗ вӗсем. 5Вара Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Моисей сире ҫав йӗркене чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен парса хӑварнӑ. 6Чӑн малтанах вара, тӗнчене пултарнӑ чухне, Турӑ ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла тунӑ. 7Ҫавӑнпа ҫын хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хӑварать те 8арӑмӗпе пӗрлешет. Вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулаҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. 9Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр». 10Каярахпа пӗр килте Унӑн вӗренекенӗсем каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ. 11Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫав малтанхи арӑмне урӑх хӗрарӑмпа улталать. 12Арӑмӗ те упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑххине качча кайсан мӑшӑрне улталать».
Copyright information for
ChvIBTNT