‏ Mark 10:17-31

Иисуспа пӗр пуян ҫамрӑк

(Мф. 19:16-30; Лк. 18:18-30)

17Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?» 18«Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 19„Мӑшӑрна ан ултала, ҫынна ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, ӗҫе тӳрӗ татса пар, аҫу-аннӳне хисепле“текен пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн». 20«Вӗрентекен, – тавӑрса каланӑ вӑл, – эпӗ вӑл пил-хушусене мӗн ачаранпах пӑхӑнса пурӑнатӑп». 21Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул». 22Ҫак сӑмахсене илтсен вӑл аптӑраса кайнӑ та салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.

23Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!» 24Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр! 25Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлрах». 26«Эппин кам ҫӑлӑнма пултарӗ?» – шалт аптӑранипе пӗр-пӗринпе калаҫнӑ вӗренекенӗсем. 27Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, анчах та Турӑ тӑваять, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те пултарать». 28Вара Петр Ӑна кала пуҫланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр». 29«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – кам та кам Маншӑн тата Ырӑ Хыпаршӑн е кил-ҫуртне, е тӑванӗсене, е ашшӗ-амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ани-ҫаранне хӑварать, ҫавӑ 30халех, ҫак хӗсӗрлев саманинчех кил-ҫуртне те, тӑванне те, ашшӗ-амӑшне те, ачисене те, ани-ҫаранне те ҫӗр хут ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара вӑл ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ. 31Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».
Copyright information for ChvIBTNT