Mark 10:32-34
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен виҫҫӗмӗш хут калани
(Мф. 20:17-19; Лк. 18:31-34)
32Вӗсем Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ. Сехӗрленсе ӳкнӗ вӗренекенӗсем умӗнче Иисус пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн вара хӑраса кайнӑ халӑх утнӑ. Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтнине кала пуҫланӑ: 33«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ. 34Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».
Copyright information for
ChvIBTNT