‏ Mark 10:35-45

Иаковпа Иоанн ыйтни

(Мф. 20:20-28)

35Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир мӗн ыйтнине туса парсамччӗ». 36«Сирӗншӗн мӗн тумалла вара Манӑн?» – ыйтнӑ Иисус. 37«Эсӗ Хӑвӑн чаплӑ Патшалӑхунта пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, теприне сулахай енне лармалла тусамччӗ!» – тенӗ вӗсем Ӑна. 38Анчах та Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и эсир?» 39«Пултаратпӑр», – тенӗ вӗсем. «Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ. 40Анчах Хамран сылтӑм е сулахай енне лартаканӗ Эпӗ мар. Турӑ кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ». 41Ҫакна илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ Иаковпа Иоана тарӑхса кайнӑ. 42Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен княҫӗсем пулма тивӗҫнисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. 43Анчах сирӗн хушшӑрта апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла. 44Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла. 45Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Copyright information for ChvIBTNT