Mark 10:46-52
Суккӑр Вартимее сыватни
(Мф. 20:29-34; Лк. 18:35-43)
46Вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисуспа вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх хуларан тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 47«Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» 48Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 49Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ. 50Вартимей ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. 51«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын. 52Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT