Mark 11:1-11
Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мф. 21:1-11; Лк. 19:28-40; Ин. 12:12-19)
1Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех унта эсир кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака асӑрхӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 3Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“– тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“». 4Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ. 5«Мӗн хӑтланатӑр? – тенӗ вӗсене ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем. – Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?» 6Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, ҫынсем вӗсене янӑ. 7Унтан хайхи ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ашак ҫине хӑйсен тумтирӗсене хунӑ. Иисус вара ун ҫине утланса ларнӑ. 8Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9Умӗнче пыракансем те, хыҫалта пыракансем те мухтаса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Осанна! ▼▼Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ.
Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! 10Мӑн асаттемӗрӗн Давидӑн Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патшалӑхӗ мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» 11Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT