‏ Mark 11:15-17

Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни

(Мф. 21:12-17; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)

15Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 16Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ. 17Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ».
Copyright information for ChvIBTNT