Mark 11:27-33
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мф. 21:23-27; Лк. 20:1-8)
27Иисуспа вӗренекенӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. 28«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 29Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур. Эсир ҫавна хуравласан, эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине пӗлтерӗп. 30Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 31Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «Ҫӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?» – тейӗ Вӑл. 32«Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ. 33«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Copyright information for
ChvIBTNT