‏ Mark 12:18-27

Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ыйтни

(Мф. 22:23-33; Лк. 20:27-40)

18Унтан Иисус патне вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненмен саддукейсем пырса ыйтнӑ: 19«Вӗрентекен! Моисей пирӗн валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Камӑн та пулин ача-пӑчасӑр пиччӗшӗ вилсен, арӑмӗ тӑлӑха юлсан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“. 20Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, 21вара унӑн арӑмне иккӗмӗшӗ илчӗ. Вӑл та ача-пӑчаллӑ пулаймасӑрах вилчӗ. Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулчӗ. 22Ҫав арӑма умлӑн-хыҫлӑн ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ пулин те, ача-пӑча таврашӗ юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 23Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха». 24Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и? 25Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 26Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им? 27Турӑ вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри. Ҫапла вара, эсир пит йӑнӑш шухӑшлатӑр».
Copyright information for ChvIBTNT