Mark 12:28-34
Чи аслӑ пил-хушу
(Мф. 22:34-40; Лк. 10:25-28)
28Саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри, вӗсем тавлашнине курса тӑрса, Иисус саддукейсене епле аван тавӑрса каланине илтсе, патнерех пынӑ. «Чи аслӑ пил-хушу хӑшӗ?» – тесе ыйтнӑ вӑл Иисусран. 29Вара Иисус ҫапла хуравланӑ: «Малтанхи пил-хушу ҫакӑ: „Эй, Израиль халӑхӗ, итле! Пирӗн Хуҫа Туррӑмӑр – пӗртен-пӗр Хуҫамӑр. 30Хуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан юрат“. Ҫакӑ – чи аслӑ пил-хушу! 31Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах пил-хушу урӑх ҫук», – тенӗ Вӑл. 32«Вӗрентекен! Эсӗ чаплӑ хурав патӑн, – тенӗ вара Ӑна саккун вӗрентӳҫи. – Турӑ пӗрре анчах, Унран урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн. 33Ӑна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм чунран, пӗтӗм вӑй-халтан юратмаллине те, ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пек юратмаллине те Эсӗ тӗрӗс каларӑн. Ҫак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах». 34Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.
Copyright information for
ChvIBTNT