Mark 13:14-23
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мф. 24:15-28; Лк. 21:20-24)
14«Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 15Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 16Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 17Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 18Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр. 19Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. 20Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. 21Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр. 22Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 23Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм».
Copyright information for
ChvIBTNT