‏ Mark 14:12-21

Пасха апачӗ тума хатӗрленни

(Мф. 26:17-25; Лк. 22:7-14, 21-23; Ин. 13:21-30)

12Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха валли путек пусмалли вӑхӑтра, вӗренекенӗсем Иисуса каланӑ: «Эсӗ пасха апачӗ ӑҫта ҫиес тетӗн? Эпир кайса хатӗрлӗпӗр». 13Вара Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр, унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан пӗр ҫын тӗл пулӗ. Эсир ҫав ҫын хыҫҫӑн кайӑр. 14Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“ 15Кил хуҫи сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ. Хамӑр валли пасха апачӗ ҫавӑнта хатӗрлӗр». 16Вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ. Пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрленӗ.

Каҫхи вӑрттӑн апатлану

(Мф. 26:26-30; Лк. 22:15-20; 1 Кор. 11:23-25)

17Каҫ пулсан Вун иккӗшӗпе пӗрле Иисус унта пынӑ. 18«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус каҫхи апат ҫинӗ чухне, – сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенскерех, Мана тытса парӗ». 19Вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ, вара пӗрин хыҫҫӑн тепри Ӑна: «Эпӗ марах!» – теме пуҫланӑ. 20«Вун иксӗртен пӗри, Манпа пӗрле пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни, – тавӑрнӑ Иисус вӗсене. 21– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпа пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».
Copyright information for ChvIBTNT