Mark 14:22-26
22Каҫхи апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – Манӑн Ӳтӗм», – тенӗ. 23Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ, вара ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. 24Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫак хӗрлӗ эрех – Ҫӗнӗ Халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Манӑн Юнӑм. 25Чӑн калатӑп сире: ӗнтӗ Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп». 26Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT