Mark 14:27-31
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мф. 26:31-35; Лк. 22:31-34; Ин. 13:36-38)
27Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурте Мана шанма пӑрахатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Кӗтӳҫне пӗтерӗп те, сурӑхӗсем саланса кайӗҫ“. 28Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вара Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӑп». 29«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр. 30«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн». 31«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT