Mark 14:3-9
Иисуса Вифанире ҫупа сӗрни
(Мф. 26:6-13; Ин. 12:1-8)
3Иисус Вифанире юхан-суранлӑ Симон патӗнче хӑнара пулнӑ чухне ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм кӗнӗ. Вӑл алебастр савӑтпа таса та хаклӑ йышши нардран тунӑ ырӑ шӑршӑллӑ мирӑ илсе пынӑ. Хӗрарӑм, чул савӑтне ҫапса уҫса, Унӑн пуҫне ҫав ҫупа сӗре пуҫланӑ. 4«Мӗне кирлӗччӗ мирӑна пӗтерсе кунашкал тӑкакланни?» – тарӑхса калаҫнӑ хӑш-пӗр хӑнисем. 5«Ӑна виҫ ҫӗр динарийрен те ытлараха сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ», – тесе ӳпкеленӗ вӗсем хӗрарӑма. 6Вара Иисус ҫапла каланӑ: «Ан тивӗр ӑна, мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? Вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, эсир вӗсене хӑҫан ырӑ тӑвас тетӗр, ҫавӑн чухне пулӑшма пултаратӑр. Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук. 8Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ. 9Чӑн калатӑп сире: ҫак Ырӑ Хыпара ӑҫта вӗрентӗҫ, ҫавӑнта – пӗтӗм тӗнчипех – ку хӗрарӑма та аса илӗҫ, вӑл мӗн туни ҫинчен те калаҫӗҫ».
Copyright information for
ChvIBTNT