‏ Mark 14:43-50

Иисуса тытни

(Мф. 26:47-56; Лк. 22:47-53; Ин. 18:3-12)

43Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ. 44Сутаканӗ вӗсемпе ҫапла калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ. Эсир Ӑна ярса тытӑр та хуралласа илсе кайӑр». 45Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Равви! Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ. 46Лешсем вара, Ун ҫине алӑ ҫӗклеме хӑйса, Ӑна ярса тытнӑ. 47Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. 48Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне сырса илнисене каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. 49Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин». 50Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT