‏ Mark 14:55-64

55Аслӑ священниксем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли сӑлтав шыранӑ, анчах тупайман. 56Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ. 57Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ ҫапла суйса пӗлтернӗ: 58«„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр». 59Анчах вӗсем ҫапла кӑтартни те айӑплама ҫителӗксӗр пулнӑ. 60Вара аслӑ священник мала тухса тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Вӗсем Сана хирӗҫ айӑп кӑтартаҫҫӗ, Санӑн тавӑрса каламалли нимӗн те ҫук-им?» 61Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйту панӑ. «Эсӗ Христос-и? Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтнӑ Унран. 62«Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». 63Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, аслӑ священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса янӑ. «Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? – тенӗ вӑл. 64– Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте.
Copyright information for ChvIBTNT