Mark 14:66-72
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мф. 26:69-75; Лк. 22:56-62; Ин. 18:15-18, 25-27)
66Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан, 67Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ». 68Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ. 69Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех асӑрханӑ та ҫавӑнта тӑракансене: «Ку ҫын ҫавсен ушкӑнӗнченех», – тесе кала пуҫланӑ. 70Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех». 71Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. 72Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT