‏ Mark 15:1-5

Иисус Пилат патӗнче

(Мф. 27:1-2, 11-14; Лк. 23:1-5; Ин. 18:28-38)

1Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ. 2«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус. 3Аслӑ священниксем Ӑна хирӗҫ тем тӗрлӗ айӑплав та кӑларса тӑратнӑ. 4Вара Пилат каллех Унран ҫапла ыйтнӑ: «Куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Эсӗ мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн?» 5Анчах Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те тавӑрса каламан, ку вара Пилата тӗлӗнтерсех янӑ.
Copyright information for ChvIBTNT