Mark 15:21-32
Иисус Христоса пӑталани
(Мф. 27:32-44; Лк. 23:26-43; Ин. 19:17-27)
21Ҫул ҫинче вӗсем хиртен тавӑрӑнакан Симон ятлӑ Киринея ҫыннине, Александрпа Руф ашшӗне, тӗл пулнӑ, Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма ҫавна хушнӑ. 22Иисуса Голгофа ятлӑ вырӑна илсе пынӑ, ку «Пуҫ купташки» тенине пӗлтерет. 23Вара Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах Вӑл ӗҫмен. 24Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ. 25Ирхине тӑхӑр сехетре Иисуса хӗрес ҫумне пӑталанӑ. 26Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. 27Унпа пӗрле икӗ хураха пӑталанӑ: пӗрне – унран сылтӑм енне, теприне – сулахай енне. 28Ҫапла «Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ» тесе Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук.
. 29Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан! 30Халӗ Хӑвна Ху ҫӑлсам, хӗрес ҫинчен анса пӑх-ха!» 31Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем те ҫавнашкалах Унран мӑшкӑлланӑ. Пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫкаланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! 32Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT