Mark 15:33-41
Иисус Христос вилӗмӗ
(Мф. 27:45-56; Лк. 23:44-49; Ин. 19:28-30)
33Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ. 34Виҫӗ сехетре вара Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 35Ҫакна илтсен: «Вӑл Илияна пулӑшма чӗнет», – тенӗ ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри. 36Пӗри тата чупса кайнӑ та, хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех сӑхтарнӑ мунчалана патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме панӑ. «Тӑхтӑр-ха, пӑхса тӑрар: Илия Ӑна хӗрес ҫинчен антарма килет-и?» – тенӗ ҫавскер. 37Унтан Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 38Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 39Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ. 40Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ. 41Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT