‏ Mark 15:6-20

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мф. 27:15-26; Лк. 23:13-25; Ин. 18:39–19:16)

6Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ. 7Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ. 8Халӑх Пилатран йӑлана кӗнӗ йӗркене пурнӑҫлама кӑшкӑра-кӑшкӑра ыйта пуҫланӑ. 9Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?» 10Аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗрен Пилат ҫапла ыйтнӑ. 11Анчах аслӑ священниксем Иисус вырӑнне Вараввӑна кӑларма ыйтмашкӑн халӑха пӑлхатса янӑ. 12Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?» 13Вӗсем каллех кӑшкӑра пуҫланӑ. «Пӑталаттар Ӑна!» – кӑшкӑрнӑ вӗсем ҫаплах. 14«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ Пилат вӗсене. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 15Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.

Иисусран мӑшкӑлласа кулни

(Мф. 27:27-31; Ин. 19:2-3)

16Салтаксем Ӑна претори
Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ.
17Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. 19Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ. 20Унтан, мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчи хӗрлӗ тумне хывса илнӗ те Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT