‏ Mark 16:9-11

Чӗрӗлсе тӑнӑ Христос Мария Магдалинӑна тата икӗ вӗренекенне курӑнни

(Мф. 28:9-10; Лк. 24:13-35; Ин. 20:11-18)

9Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ. 10Мария ҫакӑн ҫинчен Иисуспа пӗрле пулнисене, татӑлса йӗрекенскерсене, кайса каласа кӑтартнӑ. 11Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен.
Copyright information for ChvIBTNT