Mark 2:1-12
Паралич ҫапнӑ ҫынна сыватни
(Мф. 9:1-8; Лк. 5:17-26)
1Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. 2Нумаях та вӑхӑт иртмен, алӑк патӗнче те вырӑн юлмиех халӑх пуҫтарӑннӑ. Иисус ҫынсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. 3Ҫавӑн чухне тӑваттӑн Ун патне паралич ҫапнӑ ҫынна ҫӗклесе пынӑ. 4Халӑх йышлӑ пулнӑран вӗсем Иисус патне ҫывхарайман. Вара вӗсем, ҫурт виттине пӗр ҫӗртен сирсе, паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех Иисус тӗлне антарнӑ. 5Иисус вӗсен ӗненӗвне курса паралич ҫапнӑ ҫынна ҫапла каланӑ: «Ачам, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». 6Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ: 7«Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?» 8Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр? 9Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“теме? 10Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: 11«Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай». 12Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT