Mark 2:13-17
Иисус Левие ▼▼Левий – Матфей апостолӑн еврейла ячӗ. чӗнни
(Мф. 9:9-13; Лк. 5:27-32)
13Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ. 14Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ. 15Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ. 16Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» 17Ҫакна илтсен Иисус вӗсене: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ», – тенӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT