Mark 2:23-28
Христос тата шӑмат кун
(Мф. 12:1-8; Лк. 6:1-5)
23Пӗррехинче шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата илнӗ. 24Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 25Иисус вӗсене тавӑрса каланӑ: «Пӗррехинче Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑраса ҫитсен, вӑл мӗн тунине нихӑҫан та вуламан-им эсир? 26Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха». 27Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этеме шӑмат куншӑн туман, шӑмат куна этемшӗн тунӑ; 28ҫавӑнпа та Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».
Copyright information for
ChvIBTNT